Контент патне куҫ

Ши цзи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ши цзи
史記 / 史记
Кăларăм
Ши-цзи умĕнхи сăмахĕ
Жанр: истори
Автор: Сыма Цянь

Ши-цзи (кит. 史記 / 史记, shǐ-jì), — «Историллĕ çырнисем»: Хань ăрăвĕн Сыма Цянь историограф ĕçĕ. Китай этеплĕхĕнче паллăх ролĕ анăç тĕнчинче Геродотăн «Историйĕ» евĕрех.

Пирĕн эрăччен 109 тата 91 çулсем хушшинче хайланăскер, Ши-цзи халаплă пекскер Сарă Императорăн (пирĕн эрăччен 2600 ç.) тапхăрĕнчен пуçласа Хань ăрăвĕн тапхăрăччен вăхăта çырса кăтартнă.

Ши-цзи 130 (кĕнеке) хут пуххинче пиллĕк пай:

1. Benji (本紀 / 本纪 bĕn-jì), 12 свиток: китай тăрăнĕсен, çав шутра Цинь Шихуанди, Ся, Шан тата Чжоу монарх ăрăвĕсен, çаплах тăватă императорпа упăшкасăр юлнă императр арăмĕсен, Хань, хальхи Сыма Цяню ăрăвĕсен кун-çулĕсем.

2. Ши-цзя (世家 shì-jiā), 30 свиток: аристократсемпе чиновниксен кун-çулĕсем, ытларах пайĕпе Çуркуннепе Кĕркунне, çаплах Вăрçакан Патшалăхсен тапхăрĕ.

3. Ле-чжуань (列傳 / 列传 liè-zhuàn), 70 свиток: паллă çынсен кун-çулĕ, çав шутра Лао-цзы, Мо-цзы, Сюнь-цзы, Цзин Кэ тата ур.

4. Шу (書 / 书 shū), 8 свитков: церемонисем, мусăк, календарьсем, ĕненӳсем, экономика тата çав вăхăтăн урăх актуаллă темăсем пирки.

5. Бяо (表 biǎo), 10 свитков: хронологи таблицисем.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Шаблон:Китай литература канонĕ